Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Эпир чӑваш йӑхӗнчен (Пайтул)

Хура курак ялан хура, —
Шуратса пӗтерес ҫук.
Тӑшман тени ялан кӑра, —
Хӑраса тарассӑм ҫук.

Хӑраса пурӑнар мар, —
Эпир хамӑр ҫӗр ҫинче...
Пуҫ усса пурӑнар мар, —
Эпир чӑваш йӑхӗнчен.

Урхамаха йӗнерлер те
Тӑшмана хирӗҫ каяр.
Ҫут хӗҫе ҫӳле ҫӗклер те
Тӑшмана йӑлт тӗп тӑвар.

Ӑнлантаркӑч

1937 ҫулта Ишек ялӗнче 90 ҫулхи Пархиле Федоров старикрен П.П. Юркин тӗпчевҫӗ ҫырса илнӗ. П.П.Юркин 1941 ҫулта репрессине лекнӗ, тӗрмере, ссылкӑра пулнӑ. 1956 ҫулта ссылкӑран таврӑнсан Литература музейне йӗркелес ӗҫе ертсе пынӑ, унӑн заведующийӗ пулнӑ.
Ку сӑвӑ пӗрремӗш хут пичетленет.

Ҫавӑн пекех

Пайтулӑн ытти юрри-сӑввисене вулӑр.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-05-12 13:39:34 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2791 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем